Чылай шкулта ачасем ятарла формӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ырланине илтме тӳр килнӗ ахӑртнех. Ара, илемлӗ тум ҫат тытакан джинс шӑлаварсенчен самай лайӑхрах-ҫке. Нумаях пулмасть шкул тумӗсен хӑтлавӗ иртнӗ.
ЧР Экономика министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче шкул ачисем валли тум ҫӗлекен фирмӑсемпе канашлу-хӑтлав иртнӗ.
Ҫакнашкал мероприяти Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗхӗпе кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче те иртнӗ. Хальхинче тӗп хуларан аякри шкулсен ертӳҫисене чӗннӗ.
Хӑтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авӑр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикӑсем хутшӑннӑ. Унта кашни хӑйӗн продукцйӗпе паллаштарнӑ. Ачасем тумсене тӑхӑнса кӑтартнӑ.
Ҫапларах йышӑнӑва «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд регионсен черетлӗ социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ чухне тунӑ иккен. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан пирӗн тӑрӑхӑн виҫи улшӑнман пулин те ку пулӑм япӑххисен йышне лекнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисем тӗлӗшӗпе пухӑннӑ митинг, Канаш администрацийӗн пуҫлӑхне 3 ҫул ҫурӑна хупни, тӗрлӗ танлашӑмсенче Михаил Игнатьев аялти вырӑсене йышӑнни рейтингра ҫӳлӗрех вырӑн йышӑнма паман. Лайӑх хыпарсем шутне «Промтракторта» пӗрремӗш комбайн кӑларнине, пирӗн тӑрӑх экологи тата инноваци аталанӑвӗн танлашӑмӗсенче ҫӳллӗ вырӑнсене лекни, Канн хулинче иртнӗ MIPIM 2014 курава хутшӑннине кӗртнӗ. Регионсен социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмӗнче Чӑваш Ен пӗтӗмешле вӑтаммисен йышӗнче пырать.
Асаилтерепӗр, халӑхшӑн тӑрӑшас ӗмӗтлисен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхне регистрацилеме килӗшменни пирки хыпар пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ. Вӑл пӗрлӗхе йӗркелесе чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ пулнӑччӗ.
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен.
Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ.
Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире.
Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ.
Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче нумаях пулмасть ҫӗнӗ тӳресене удостоверени панӑ. Ҫапла вара этем шӑпине (айӑплава ҫирӗплетессипе ҫирӗплетмесси, айӑплӑ тесен мӗнле явап тыттарасси вӗсенчен килет-ҫке) татса пама ҫӗнӗрен ултӑ ҫын ирӗк илнӗ.
Тӳресене ҫирӗплетекен хутсене ҫӗршывӑн Президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑни ҫинчен калакан хута Анатолий Петрова тыттарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула сучӗн председателӗ тесе — Вера Шуркована, унта тӳрере тӑрӑшма — Наталья Смаевана, Шупашкарти Ленин район сучӗн председателӗн ҫумӗ пулма тесе Юрий Сорокина ырланӑ, унти суд тӳрине — Наталья Фоминана, асӑннӑ хулари Калинин район сучӗн председателӗн ҫумне — Татьяна Дмитриевӑна.
Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.
Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.
«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Владлена Халитова пирки асӑннӑ хула администрацийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑраканскер тесе хыпарлать. Хӗр пӗрчӗк 10 ҫулта кӑна пулин те 7-мӗш класа ҫитнӗ иккен. Икӗ ҫулта хӗр пӗрчӗк пуҫламӑш шкулӑн программине экстерн программипе ӑша хывнӑ-мӗн. Халӗ вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренет. Хӗрача чӑвашла, хрантсусла, китайла, акӑлчанла пӗлет иккен.
Шкул программине пуҫа лайӑх чикнипе пӗрлех хӗрача музыка шкулне ҫӳрет-мӗн: флейтӑпа, скрипкӑпа, гитарӑпа, фортепианӑпа калать. Республикӑри конкурссенче те ҫӗнтерет иккен вӑл. Кӗҫех вӑл Волгоград хулинче иртекен ҫамрӑксен Дельфи вӑййинче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗрлӗ музыка инструменчӗпе вылякансем пуҫтарӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулас волонтерсемпе РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуху ирттернӗ.
Мероприятире наркотик хуташӗсене тӗнче тетелӗнче сарни пирки калаҫнӑ. Малашне волонтерсемпе пӗрле «шурӑ вилӗме» сутакан сайтсен мониторингне йӗркелесшӗн. Пухӑва хутшӑннисем наркомани витӗмӗ пирки видеоролик пӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫумӗнче сайт уҫма сӗннӗ. Унта кирек мӗнле волонтер те наркотик саракансем, унпа туслисем пирки информаци кӗртме пултарӗ.
Пухура Чӑваш Республикин «Хисеплӗ волонтерӗ» ята памашкӑн ҫирӗплетнӗ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чыслӗҫ, вӗсем волонтер кӗнекине тивӗҫӗҫ, тӗрлӗ съездсемпе конференцие хутшӑнма пултарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисенчи хаксем пирки чылай шавларӗҫ, митинга та тухрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ашшӗ-амӑшӗн ача пахчине ҫӳрекен шӑпрлансемшӗн тӳлемелли ҫинчен калакан хушӑва улшӑнусем кӗртни пирки пӗлтернӗ. Ку икӗ пункта пырса тивнӗ.
«Тӳлеврен ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ заявление, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ документсене тӗпе хурса хӑтараҫҫӗ» пункт вӑйне ҫухатнине пӗлтернӗ сайтра.
2.6 пунктпа килӗшӳллӗн халӗ шӑпӑрлан ача пахчинче ҫак сӑлтавсене пула ҫук-тӑк — укҫа тӳлеттермеҫҫӗ:
а) ача чирленӗ (медицина справки кирлӗ);
б) ашшӗ-амӑшӗ канура чухне ачи пӗрле чухне (ӗҫрен ҫакна ҫирӗплетекен справка тата заявлени кирлӗ);
в) карантин пулсан;
г) ача пахчине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн хупнӑ пулсан.
Икӗ ача амӑшӗ ҫак улшӑнусене йышӑнсан савӑннӑ-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку ҫивӗч ыйтӑва уҫӑмлатнинче малалла тунӑ утӑм.
Официаллӑ хушӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗн пур ача пахчине, ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула стоматологийӗн поликлиники наци ҫи-пуҫӗн уявне ирттернӗ. Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие паян ӗҫлекен тухтӑрсемпе пӗрлех ветерансене те йыхравланӑ.
«Хулари медицина отраслӗ тӗрлӗ наци ҫыннисенчен тӑрать. Уяв тӗллевӗ — ӗҫтешсем хушшинче килӗшӳпе ҫураҫӑва хуҫалантарасси», — тенӗ поликлиникӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Яковлева.
Уявра чӑвашсен ҫи-пуҫӗн историйӗ, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата ытти ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Наци тумтирӗн уявне художество ӳнерӗсен «Паха тӗрӗ» фирми те хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн коллекцийӗнчи ҫи-пуҫа кӑтартнӑ.
Уявра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Вырӑнти ӳнер шкулӗн «Чарлан» ансамблӗ хуткупӑспа вылянӑ, Шупашкар районӗнчи «Шордан» фольклор ансамблӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе те паллаштарнӑ уявра.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |